Октябрĕн 17 – 25-мĕшĕсенче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче иртекен Пĕтĕм тĕнчери XXIV балет фестивалĕ наци балечĕн премьерипе уçăлать.
Шупашкарта çулсеренех иртекен Пĕтĕм тĕнчери балет фестивалĕ яланах хореографи ÿнерĕн чăн-чăн уявĕ пулса тăрать. Кăçал вăл октябрĕн 17-мĕшĕнче «Хуркайăк çулĕ» («Дорога лебедей») наци балечĕн премьерипе пуçланать. Çак балет Чăваш Республикин Пуçлăхĕн грантне тивĕçнĕ, ăна Чăваш автономине йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалласа хатĕрленĕ. Балет никĕсĕнче – чăваш халăх юмахĕсемпе халапĕсем. Çавăнпа та ку постановка ачасемшĕн те, аслисемшĕн те кăсăклă пулĕ.
Малаллахи программа тĕнче классикинчи балетсемпе пуян: октябрĕн 18-мĕшĕнче – «Дон Кихот», октябрĕн 20-мĕшĕнче – «Корсар», октябрĕн 23-мĕшĕнче – «Баядерка». Çак постановкăсенче Мускав, Питĕр хулисенчи, ытти регионти паллă солистсемпе дирижерсен пултарулăхне те курма май пулĕ. Октябрĕн 25-мĕшĕнче фестиваль чаплă гала-концертпа вĕçленет.
Н. НИКОЛАЕВА.
Источник: http://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/10800-festival-khurkaj-k-cul-pe-uc-lat