Шупашкарта ирттерекен Тĕнче шайĕнчи балет фестивалĕ ялахиллех тĕлĕнтерет! 24-мĕш хут! Хальхинче – кĕтменлĕхĕпе. Юпан 17-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн чаршавне уçсанах тĕлĕкре тĕлленмен илемлĕхпе, сăмахпа ытарма çук черченлĕхпе ăрăмларĕ. Халăх умне перремĕш хут кăларнă «Хуркайăк çулĕ» — ÿнер тÿпинчи вĕçеве ăсатакан балет. Иккеленÿ çук: вăл — чăваш классикин эрешлĕ арчине вырнаçма тивĕç ахах-мерчен. Çакнах Чăваш Республикин элтеперĕ Олег Николаев сăмахĕсем те çирĕплетеççĕ.