Фестиваль «Хуркайăк çулĕпе» уçăлать
Октябрĕн 17 – 25-мĕшĕсенче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче иртекен Пĕтĕм тĕнчери XXIV балет фестивалĕ наци балечĕн премьерипе уçăлать. Шупашкарта çулсеренех иртекен Пĕтĕм тĕнчери балет фестивалĕ яланах хореографи ÿнерĕн чăн-чăн уявĕ пулса тăрать. Кăçал вăл октябрĕн 17-мĕшĕнче «Хуркайăк çулĕ» («Дорога лебедей») наци балечĕн премьерипе пуçланать. Çак балет Чăваш Республикин Пуçлăхĕн грантне тивĕçнĕ, ăна Чăваш автономине…