Эпĕ мар тăк…
Культура çулталăкĕнче Чăваш Енре вун-вун çĕнĕ проект пурнăçа кĕрĕ. Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ ку енĕпе пуçаруллисен шутĕнче. Вулавçăсене çитес уйăх пуçламăшĕнче ирттерме палăртнă пĕр ĕç пирки каласа кăтартасшăн. Сăмахăм ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Дмитрий Семкин пуçарăвĕпе йĕркелекен «Упрар юрă-кĕвĕ пуянлăхне» концерт çинчен. Мана çакă тĕлĕнтерчĕ: Шупашкарта çуралса ÿснĕ, вырăсла калаçса çитĕннĕ юрăç чăваш композиторĕсен…